

«Толбазы – Красноусольский» трасса çывăхĕнче 15 номерлӗ гостиница, автосервис, кафе, мини-маркет, автомойка тата ҫуллахи терраса пулӗ.Асӑннӑ маршрутпа туристсем час-часах усă кураççĕ.Ун урлӑ«Красноусольский» санаторие е Богородица-Табын хӗрарӑм мӑнастирне каякансем ҫӳреççĕ.
Объектатӑвасси 1,5 çулатӑсӑлӗ, проект хăй хакне 6 çултан саплаштарĕ.Инвестицисенкалӑпӑшӗ116 млн тенкӗпе танлашать. Инвестор электричествăпа, газпа тивӗҫтерме тата пымалли ҫулсене йӗркелеме пултарӗ.
ЮлашкивӑхӑтраРаҫҫейӗнИнвестицикарттине Пушкӑртстанранпурӗ 2,9миллиардтенкӗлӗхвиçĕҫӗнӗсӗнӳкĕртнĕ. Тепӗр икӗпроект«Алга» уйрăм экономика зонин территорийӗнче аккумуляторсем валли юрӑхлӑ сепаратор лентисем туса кӑларассине тата Бакалă районӗнче ҫу тăвакан цех тӑвассине пӗлтерет. Пӗрремӗш проект валли 2,6 миллиард тенкӗ, иккӗмӗшӗ валли 148 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Инвестици предложенийĕсене туса хатӗрлессипе Аталану корпорацийӗ ӗҫлет. Влаҫсем ҫӗнӗ проектсем валли инвесторсем тупăнасса, районсенче хушма ӗҫ вырӑнӗсем уçăласса шанаҫҫӗ. Федераци картти ҫинче вара хальхи вӑхӑтра Пушкӑртстанран 14,3 миллиард тенкӗлӗх 45 инвестици сӗнӗвне пичетленӗ.