Урал сасси
+17 °С
Облачно
Туризм
7 Июля , 05:00

"Айгир" турист поезчĕсене ÿстерĕç

Паллӑ ту маршрутӗнче "Айгир"поездăн вакун шутне ӳстерӗҫ.

"Айгир" турист поезчĕсене ÿстерĕç"Айгир" турист поезчĕсене ÿстерĕç
"Айгир" турист поезчĕсене ÿстерĕç

Маларах ҫул ҫӳревҫӗсене пилӗк вакун турттарнӑ пулсан, халӗ вӗсем вуннӑ пулĕç. Пушкӑртстан транспорт министерствинче çакă ирхи Ĕпхÿ-Белорецк рейса (7:08 сехетре кайни, 12:06 сехетре ҫитни) тата каҫхи Белорецк-Ĕпхÿ каялла рейса (17:52 сехетре кайни, 22:19 сехетре ҫитни) пырса тивӗ. Çул çÿреве хальхи икĕ системӑллӑ ЭС-105 "Финист" электропуйӑссем пурнӑҫлаҫҫӗ. Салон ӑшӗнче  сывлӑша тасатакан кондиционерсем, велосипед пӳлӗмӗсем, гаджетсене заряд памалли разъемсем тата виҫӗ туалет пӳлӗмӗ пур. Составăн тӗп уйрӑмлӑхӗ - пысӑк кантӑксем, вӗсенчен Белорецк  районӗнчи тусемпе вӑрмансен  илемлӗ сӑнĕсем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫул ҫинче пассажирсене буфетри вӗри апат тата асӑнмалӑх фирма сувенирӗсем сӗнĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас