Урал сасси
+16 °С
Облачно
Туризм
4 Августа , 12:00

Воскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă

Мелеуз тăрăхĕнчи Воскресенское сали «Торатау» геопаркăн шутне кĕрет, «историллĕ ял» статуса тивĕçнĕ. Ăна «Туризм тата хăнасене тарават кĕтсе илесси» наци проекчĕн витĕмĕпе аталантараççĕ.

Воскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнăВоскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă
Воскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă

Музейăн пулас экспоначĕсене ял  çыннисем хăйсем пуçтарнă. Халĕ аваллăх управçи кашнине ăшшăн кĕтсе илме хатĕр. Таврапĕлÿ музейне «Медь» сăрт-ту завод цивилизацийĕн пĕрремĕш фестивалĕ шайĕнче уçнă. Сăмах май, вăл кăçалхи  июль уйăхĕн 11-12-мĕшĕсенче иртнĕ.

«Торатау» геопаркăн геогичĕ Наталья Смирнова палăртнă тăрăх, музей  йĕркелес шухăш тахçанах çуралнă. Ĕмĕтленни вара муниципалитет администрацийĕн пуçлăхĕ  Забир Габдуллин пулăшнипе çеç пурнăçа кĕнĕ.

Воскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă
Воскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă
Воскресенское салинче «Горница» таврапĕлÿ музейĕ уçăлнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас