Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
1 Июнӗн 2023, 13:20

Пушкăртстанра бензин хакĕ ÿснĕ

Чи пысăк горючи яракан станцисенчен пĕри «Башнефть» топливо хакне ÿстерни çинчен пĕлтернĕ. АИ-100 бензинăн пĕр литр хакĕ 30 пус хаклăланнă пулсан, халĕ çакăн йышши маркăллă бензина 58 тенкĕ те 95 пуспа сутаççĕ. АИ-92 бензин 20 пуса хаклăланнă – 46 тенкĕ те 55 пус тăрать. АИ-92  ATUM 30 пус ÿснĕ – 47 тенкĕ те 25 пус.

Пушкăртстанра бензин хакĕ ÿснĕ
Пушкăртстанра бензин хакĕ ÿснĕ

Ытти маркăллă бензинсен хакĕ çавăн пекех юлнă: пĕр литр АИ-95 ATUM –  50 тенкĕ те 15 пус, дизельлĕ топливо – 57тенкĕ те 20 пус.

https://bashneft-azs.ru/  оператор сайтĕнче бензин 2023 çулхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнчен хакланнă тесе пĕлтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: