Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
29 Августӑн 2023, 11:16

Çĕнĕ пилĕк тенкĕлĕх хут укçасем Пушкăртстанра та пур

Çиелтен пăхсан вĕсем 1998 çулхи хут укçасенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ, анчах та вăрах усă курма юрăхлă. Хальхи купюрăсене хÿтĕлекен лакпа витнĕ, çакă усă курмалли срока 30 процента вăрăмлатать. Раççей Банкĕ вĕсене 2022 çулта кăларма тытăннă.

Çĕнĕ пилĕк тенкĕлĕх хут укçасем Пушкăртстанра та пур
Çĕнĕ пилĕк тенкĕлĕх хут укçасем Пушкăртстанра та пур

- Пилĕк тенкĕлĕх хут укçасемпе усă курма чарăнман, вĕсене темиçе çул пичетлеменнипе сайра хутра тĕл пулнă. Хут укçасемпе 2000 çулсенче анлă усă курнă, анчах та вĕсем хăвăрт юрăхсăра тухнă. Çавна пула Раççей Банкĕ вĕсене тимĕр укçапа улăштарнă. Халĕ хут укçа пичетлесси тимĕр укçа тăвассинчен перекетлĕрех килсе тухать, - ăнлантарса панă Раççей Банкĕн Пушкăртстан Республикин Наци банк уйрăмĕн управляющин çумĕ Егор Михтанюк.

Кунта сăмах  пилĕк тенкĕлĕх тимĕр укçана хутлипе улăштарсси çинчен пымасть – малалла иккĕшĕ те укçа çаврăнăшĕнче пулĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: