Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
29 Августӑн 2023, 10:35

Пушкăртстанра çу кунĕсенче вун пĕрмĕш хут бензин хакĕ ÿçнĕ

Паян, август уйăхĕн 29-мĕшĕнче, автомобильсемпе çÿрекенсем «Башнефть» заправкисенче бензин хакĕ улшăнине сăнанă. Шĕвек топливо çу кунĕсенче вун пĕрмĕш хут хаклăланнă. Пĕр литр  АИ-100-К5 бензин хакĕ çавăн пекех (62 тенкĕ те 65 пус) юлнă пулсан, ATUM-95  бензиншăн 52 тенкĕ те 95 пус тÿлемелле пулать. АИ-92 бензин хакĕ улшăнман – 48 тенкĕ те 80 пус. Пиллĕкмĕш класлă ATUM-92 бензин 30 пус хаклăланнă, пĕр литрĕ 49 тенкĕ те 90 пуспа танлашать. Дизтопливо хакĕ çавăн пекех юлнă – 52 тенке те 20 пус.

Пушкăртстанра çу кунĕсенче вун пĕрмĕш хут бензин хакĕ ÿçнĕ
Пушкăртстанра çу кунĕсенче вун пĕрмĕш хут бензин хакĕ ÿçнĕ

Аса илтеретпĕр, иртнĕ эрнере «Башнефть» топливо хакĕсене çĕкленĕччĕ. Çапла майпа июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр литр АИ-100 бензин 3 тенкĕ те 70 пус хаклăланнă,  ATUM-95 - 2 тенкĕ те 80 пус, АИ-92 – 2 тенкĕ те 25 пус, ATUM-92 – 2 тенкĕ те 65 пус, дизтопливо - 1 тенкĕ. Пушкăртстанри Суту-илÿ министерстви хаксем вылянине çапларах ăнлантарса панă  - ведомствăра çак топливо хакĕ биржăри хаксем ÿснипе пулса иртет тесе çирĕплетнĕ имĕш.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: