Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
22 Октябрӗн 2023, 15:40

Октябрь уйăхĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакансен ĕç укçине ÿстерĕç

2023 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисен ĕç укçине ÿстереççĕ. «Красная звезда» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ирттерекен индексацине шута илсен, ятарлă çар операцине хутшăнакансен шалăвĕ 210 пин тенкĕпе танлашмалла. Çакна РФ оборона министрĕн çумĕ Татьяна Шевцова çирĕплетнĕ.

Октябрь уйăхĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакансен ĕç укçине ÿстерĕç
Октябрь уйăхĕнчен ятарлă çар операцине хутшăнакансен ĕç укçине ÿстерĕç

Çавăн пекех çарта пулнипе пенси çулне çитнĕ пенсионерсен тата вĕсен çемйисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе 2023 çулта асăннă категорие кĕрекен çынсен пенси виçине 10,5  процент индексациленĕ.

Пушкăртстанра Украинăри ятарлă çар операцине хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансене (çакă пушкăрт батальонĕсенчи хÿтĕлевçĕсене пырса тивет) хушма пулăшу парасси те пурнăçланать. Сăмахран, хăй ирĕкĕпе çар операцине хутшăнакан салтак е офицер енчен те 180 кун вăрçă хирĕнче пулсан ăна республика хушса 200 пин тенкĕ тÿлет. Çакăн пирки Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2023 çулхи январь уйăхĕнче ятарлă указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: