0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пăрçа йышши культурăсене Россельхознадзор специалисчĕсем энтомологи тата гербологи экспертизи ирттернĕ.
- Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хăрушă карантин организмĕсене асăрхаман. Пĕтĕм продукци импортер-çĕршыв ыйтнине тивĕçтерет, - пĕлтернĕ надзор ведомствин пресс-службинче. Продукцие чикĕ леш енне илсе тухма 62 фитосанитари сертификачĕ хатĕрленĕ.
Çавăн пекех октябрь уйăхĕнче пуçласа Пушкăртстанран урпа кĕрпине Вьетнама ăсатнă.