Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
15 Ноябрӗн 2023, 14:40

Сутлăхри тыр-пулăн 80 проценчĕ экспорта каять

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсем 10 уйăх хушшинче чугун çул тăрăх тыр-пул тултарнă 5 271 вакун (370,8 пин тонна) турттарнă. Вĕсенчен 4 193 вакунне е 297,2 пин тонна тырра экспорта ăсатнă.

Сутлăхри тыр-пулăн 80 проценчĕ экспорта каять
Сутлăхри тыр-пулăн 80 проценчĕ экспорта каять

Иртнĕ çулхи январь-октябрь уйăхĕсемпе танлаштарсан тыр-пула чикĕ леш енне ăсатасси 4,5 хут (2022 çулхи 10 уйăх хушшинче 66,9 пин тонна тырă тиенĕ 939 вакун) ÿснĕ.

Пушкăртстанăн тыр-пулĕ шутне тулă, урпа, çу тумалли культурăсем, йĕтĕн, ыраш кĕреççĕ. Вĕсене Турци, Казахстан, Киргизи, Кăнтăр Африка, Беларусь тата ытти çĕршывсем туянаççĕ.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче кăна 489 вагонпа 34,1 пин тонна тырра чугун çулпа турттарнă.

Пушкăртстан Республикин агропромышленность комплексĕн чикĕ леш енне ăсатакан продукци шутĕнче пĕрремĕш вырăнта çу культурисем 64,3%, тĕш тырă культурисем 13% йышăнаççĕ.

Кăçал республика ял хуçалăх продукцине 30 çĕршыва сутать.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Международнаякооперацияиэкспорт

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: