Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
20 Ноябрӗн 2023, 15:55

Пушкăртстан ял хуçалăх продукцине Китая сутĕ

Пушкăртстан Республикин Ял хуçалăх министерстви тата Китай çĕршывĕн тĕнчери бизнес аталанăвĕн центрĕ ял хуçалăх продукципе суту-илу тăвассине аталантарасшăн.

Пушкăртстан ял хуçалăх продукцине Китая сутĕ
Пушкăртстан ял хуçалăх продукцине Китая сутĕ

Тивĕçлĕ килĕшĕве Ĕпхÿре XVI Тĕнчери бизнес эрнинче ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче  алă пусĕç.

- Паян Китай ял хуçалăх продукцине  экспорта ăсатмалли чи ункайлă çĕршыв шутланать, - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов. – Республика халĕ те асăннă çĕршыва апат-çимĕç ăсатать. Таварсен ассортименчĕпе калăпăшне ÿстересси çеç юлать.

Документра çу продукцийĕ (хĕвел çаврăнăш, рапс çăвĕсем, шрот), аш-какай, сахăр, типĕ сĕт-çу продукчĕсем, нумай çул ÿсекен курăксен вăррисем çинчен каланă. Çавăн пекех инвестици проекчĕсене пĕрле пурнăçланă чух çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвассине те палăртнă.

Ноябрь уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Торатау конгресс-холра Тĕнчери бизнес эрни иртĕ. Форум вăхăтĕнче 50 ытла мероприяти ирттерĕç, унта федераллă тата тĕнче шайĕнчи 400 ытла спикер тухса калаçĕ.

2022 çулта мероприяти вăхăтĕнче 54 килĕшÿ тунă, виçĕ пин ытла çын хутшăннă. Çав шутра федераллă тата регионаллă пурнăçлакан власть ертÿçисем, Китай, Казахстан, Узбекистан, Беларусь, Турци, Иран тата ытти çĕршывсен бизнес делегацийĕсем пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: