Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
21 Ноябрӗн 2023, 12:40

Литвана пылăн пĕрремĕш партине ăсатнă

Пушкăртстан предприятийĕ Литвана пуçласа 20 400 кг пыл ăсатнă.  

Литвана пылăн пĕрремĕш партине ăсатнă
Литвана пылăн пĕрремĕш партине ăсатнă

Республикăри Россельхознадзор управленийĕ ăна тĕплĕ тĕрĕсленĕ.

- Кăçал çакă регионтан Евросоюз  çĕршывĕсене ăсатакан тăваттăмĕш пыл партийĕ шутланать. Пурĕ Польша тата Литва çĕршывĕсене 81 600 кг хурт-хăмăр продукцине сутнă, - тесе пĕлтернĕ ПР Россельхознадзор управленин пресс-службинче.

Экспортер-предприяти Раççей Федерацийĕ тата Евросоюз ыйтакан процедурăсене иртнĕ, ăна «Цербер» Федераллă Патшалăх Информаци Системин экспортерсен реестрне кĕртнĕ.

Пушкăртстан пылĕн тĕслĕхĕсем  Россельхознадзор ведомствăна пăхăнса тăракан лаборатори тата Германири тĕнчери лаборатори тĕпчевĕсене иртнĕ, пылак апат пур енчен те ыйтнине тивĕçтерет. Продукцие чикĕ леш енне илсе тухма ирĕк панă. Пушкăрт пылне чикĕ леш енне автомобиль транспорчĕпе ăсатнă.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Международнаякооперацияиэкспорт

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: