Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
28 Декабрӗн 2023, 16:50

Хăйсен ĕçне уçма 27 млн тенкĕ уйăрнă

Кăçал Пушкăртстанра ĕçсĕр çынсене хăйсен ĕçне хута яма 27 млн тенкĕ уйăрнă.  «Ĕçсĕр граждансен предприниматель ĕç-хĕлне пурнăçа кĕртме пулăшасси» программăна 3,4 пине яхăн çын хутшăннă.

Хăйсен ĕçне уçма 27 млн тенкĕ уйăрнă
Хăйсен ĕçне уçма 27 млн тенкĕ уйăрнă

Асăннă программăпа ĕçсĕр çынсем предприниматель ĕç-хĕлне вĕренме, ĕç пуçарса яма 153 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Хăйсен бизнесне  республикăри 720 çын уçнă, укçа пулăшăвĕпе  175 çын усă курнă. Çак тĕллев валли 27 млн тенке яхăн уйăрнă.

Çапла 81 çын хăйсем тĕллĕн ĕçленине регистрациленĕ, 91 çын уйрăм предприниматель пулнă, виççĕшĕ организаци йĕркеленĕ. Ытларах çынсем парикмахерскисем, илемлĕх салонĕсем, химчистка уçнă, хурт-хăмăр, мăйракаллă шултра выльăх, чăх-чĕп ĕрчетме, пахча çимĕç ÿстерме тата ытти продукци тума пуçланă.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Малыйисреднийбизнесиподдержкаиндивидуальнойпредпринимательскойинициативы

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: