Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
8 Кӑрлач , 10:40

Пушкăртстанра хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ йÿнелнĕ

Республикăра çулталăк хушшинче хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ чакнă. Çакна Росстат кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ.

Пушкăртстанра хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ йÿнелнĕ
Пушкăртстанра хăш-пĕр апат-çимĕç хакĕ йÿнелнĕ

Уйрăмах палăрмалла хура тулă кĕрпи йÿнелнĕ. 2023 çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 23-мĕшĕччен унăн хакĕ 23,9 процент е 17,5  тенке чакнă. Хальхи вăхăтра пĕр килограмм кĕрпен вăтам хакĕ 55,6 тенкĕпе танлашать.

Çавăн пекех çĕр улми хакĕ чакнă. Вăл 20 процента йÿнелнĕ – пĕр килограмĕ 23,06 тенкĕ тăрать.

Виççĕмĕш вырăнта - тулă кĕрпи. Унăн хакĕ çулталăкра 11,4 процент «катăлнă». Паянхи кун ăна пĕр килограмне 39,83 тенкĕпе туянма пулать.

Çÿлерех асăннă апат-çимĕçсемсĕр пуçне пуçлă сухан (10,5 процент, 26,54 тенке çити), стерилизациленĕ сĕт (6 процент, 76, 59 тенке çити), тулăран тунă пысăк сортлă макарон изделийĕсен (2,9 процент, 76,59 тенке çити) хакĕсем йÿнелнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: