Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
9 Кӑрлач , 13:40

Хуратул кĕрпипе çĕр улми çулталăк хушшинче йÿнелнĕ

Росстат специалисчĕсем  2023 çулта Пушкăртстанра мĕнле апат-çимĕç хакĕ ÿкнине тĕпченĕ.

Хуратул кĕрпипе çĕр улми çулталăк хушшинче йÿнелнĕ
Хуратул кĕрпипе çĕр улми çулталăк хушшинче йÿнелнĕ

Пĕрремĕш вырăна хура тул кĕрпи тухнă. Иртнĕ çулхи январь уйăхĕн 9-мĕшĕнчен декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен кĕрпе хакĕ 23,9 % е 17,5 тенке йÿнелнĕ. Хура тул кĕрпин вăтам хакĕ 1 килограмшăн 55,6 тенкĕпе танлашать.

Çĕр улми хакĕ те 20 процента ÿкнĕ. Пĕр килограмшăн вăтамран 23,06 тенкĕ тÿлемелле. Виççĕмĕш вырăнта тулă çăнăхĕ. Унăн хакĕ 11,4% чакнă, çăнăхăн пĕр килограмĕ 39,83 тенкĕ тăрать.

Çавăн пекех специалистсем пуç сухан 10,5 процента, сĕт 6%, макарон изделийĕсем 2,9% йÿнелнине палăртнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: