Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
11 Кӑрлач , 10:20

Нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 5,5 млрд тенкĕ тăкаклĕç

Пушкăртстанри Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе çыхăннă плансемпе паллаштарнă. Çапла 2024 çулта нумай хваттерлĕ 727 çуртра 792 ĕç пурнăçламалла. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5,5 млрд тенкĕпе танлашĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 5,5 млрд тенкĕ тăкаклĕç
Нумай хваттерлĕ çуртсене юсама 5,5 млрд тенкĕ тăкаклĕç

Юсав ĕçĕсене тума республика бюджетĕнчен 702 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 430 млн тенкипе çуртсен тăррисене юсĕç, 272 млн тенкипе лифтсене улăштарĕç.

2024 çулта нумай хваттерлĕ 368 çуртăн тăррине тата 33-шĕн умне юсама, 179 çуртри 433 лифта çĕнетме, 24-шĕнче шутлав приборĕсем вырнаçтарма палăртнă. Унсăр пуçне 46 çуртра - шыв парса тăрас тата ăна юхтармалли пăрăхсене, 11-шĕнче – ăшăпа тивĕçтермелли пăрăхсене, 47-шĕнче – çутă системине, 23-шĕнче – газпа тивĕçтермелли системăна юсĕç. Нумай хваттерлĕ 15 çуртра вара чартаксене (чердак) ăшăлатĕç.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: