Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
18 Кӑрлач , 11:00

Владимир Путин «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» проекта тăсасси пирки пĕлтернĕ

«Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проекта малалла тăсĕç. Унăн тăкакĕсен хисепне 5 млрд тенкĕ ÿстерĕç, вĕсене Аякри Хĕвелтухăç регионĕсене ярса парĕç. Çакăн пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсен муниципаллă пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра пĕлтернĕ.

Владимир Путин «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» проекта тăсасси пирки пĕлтернĕ
Владимир Путин «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» проекта тăсасси пирки пĕлтернĕ

 - Программа темиçе çул ĕçлет. Кунта, паллах, миллиардсем пирки сăмах пырать – эпир 20-шер млрд тенкĕ уйăраттăмăрччĕ. Çак программăна тăсмалла. Унсăр пуçне виçине ÿстермелле, - тенĕ патшалăх пуçлăхĕ.

Президент палăртнă тăрăх, муниципалитетсен ертÿçисем тăрăшнипе федераллă проектăн тухăçĕ пурах.

 - Эпĕ ыйтнине эсир пурнăçлама пултартăр, çак ĕçе çынсене явăçтарма ыйтнăччĕ. Мĕнпур çĕршывĕпе 14,2 млн çын хутшăннă,  - палăртнă Владимир Путин.

 - Паллах, эпир программăна пурнăçлассине 2030 çулччен тăсăпăр. Çакă Строительство министерствишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн программа, эпир те мĕнпур регионсем пекех ăна малалла тăсассине ырлатпăр. Хальхи лару-тăру çакăн пек: 2023 çулта бюджетра 56 млрд тенкĕ пулнă, 2024 çулта  - 60 млрд тенкĕ, - тенĕ РФ çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх министрĕ Ирек Файзуллин.

«Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» проектăн тĕллевĕ – общество хутлăхĕсемпе картишсене тирпей-илем кĕртесси. Вăл 2017 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе хута кайнă. Хальхи вăхăтра  «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн йышне кĕнĕ.

«Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ»  наци проекчĕн тĕллевĕ - хула хутлăхĕн хăтлăхне ÿстересси. Унпа килĕшÿллĕн çынсене хăйсен хулисене тирпей-илем кĕртес ĕçе явăçтараççĕ. Унсăр пуçне çулталăкне 120 млн тăваткал метр çурт хута ярасси, 5 млн çемьен çурт-йĕр условине  лайăхлатасси те кĕрет.

 

  

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: