Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
23 Кӑрлач , 11:36

Кооператив пайçисен укçисене ярса илнĕ

Хĕрарăм çынсене улталанăшăн тата укçана ярса илнĕшĕн Чишма районĕнчи суд умĕнче явап тытĕ.

Кооператив пайçисен укçисене ярса илнĕ
Кооператив пайçисен укçисене ярса илнĕ

2020 çулхи август уйăхĕнчен пуçласа 2022 çулхи март уйăхĕ çитиччен «Кредит-центр» потребительсен кооперативĕн менеджерĕ пулнă май хĕрарăм пайçăсемпа суя договорсем йĕркелесе 7,7 млн тенкĕ хăй кĕсйине чикнĕ. Унсăр пуçне вăл кооператив членĕсем панă 12 млн тенкĕ укçана

 предприяти кассине хывман.

Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм хăйĕн айăпне пĕтĕмпе йышăннă, суд умĕнче явап тытма хатĕрленет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: