Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
5 Мартӑн , 11:29

Ятарлă çар операцине хутшăннисем валли газ кĕртме субсиди уйăрĕç

Премьер-министр Андрей Назаров уйрăм çуртсене газ кĕртмелли çăмăллăхсене, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăннă çынсем валли те, анлăлатмалли çинчен Пушкăртстан правительствинче ĕçтешĕсемпе сÿтсе явнă.

Ятарлă çар операцине хутшăннисем валли газ кĕртме субсиди уйăрĕç
Ятарлă çар операцине хутшăннисем валли газ кĕртме субсиди уйăрĕç

Иртнĕ çул республика бюджетĕнчен газ кĕртме 56 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çынсенчен çăмăллăх ыйтса 652 заявлени çитнĕ. Субсидин калăпăшĕ граждансем оборудовани туяннишĕн, кил-çурт территоринчи çĕр лаптăкĕнче ирттернĕ ĕçсемшĕн мĕн чухлĕ тÿленине пăхса уйăраççĕ. Пулăшу укçине пĕр кил-çурта газ кĕртме 100 пин тенкĕрен ытла уйăрмĕç.

Халĕ газ кĕртме уйăракан  çăмăллăхсене ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене, çавăн пекех пĕрремĕш ушкăна кĕрекен сусăр çынсене, сусăр ачасене пăхакан çынсене уйăрĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: