Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
19 Мартӑн , 13:00

Пилĕк çулта инвестици виçи 2,3 триллион тенке çитнĕ

2023 çулта Пушкăртстанри инвестици калăпăшĕ 620 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакна правительствăра иртнĕ черетлĕ канашлура регион ертÿçи Радий Хабиров пĕлтернĕ. 2018 çулта вăл 267,9 млрд тенкĕ пулнă.

Пилĕк çулта инвестици виçи  2,3 триллион тенке çитнĕ
Пилĕк çулта инвестици виçи 2,3 триллион тенке çитнĕ

«2023 çулти ÿсĕм 2022 çулхипе танлаштарсан 7,6% пулать. Пĕтĕмĕшле илсен Пушкăртстан пилĕк çул хушшинче инвестици виçине 1,5 хут ÿстернĕ. Çав вăхăтрах Раççейпе тата Атăлçи федераллă округпа илсен çак кăтарту пĕрре-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ çеç çĕкленнĕ. Эпир инвестици юхăмне явăçтарассипе тăрăшса ĕçлени хăйĕн çимĕçне парать. Пушкăртстана пилĕкçуллăхра 2,3 триллион тенкĕ инвестици килчĕ. 2023 çулта инвестици виçи 100 млрд тенкĕ ÿсрĕ. Çакă вăл команда ăнăçлă ĕçленине çирĕплетет, эпир лайăх инвестици климатне никĕслерĕмĕр, вăл инвесторсене тивĕçтерет, хăй патне туртать. Пирĕн инвестицине ÿстерме вăй-хăват пур-ха», - тенĕ Радий Хабиров.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: