Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
9 Апрелӗн , 14:20

Тăлăх ачасене вак-тĕвек тăкаксем валли укçа уйăрĕç

Пушкăртстанра июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тăлăх ачасем вак-тĕвексем туянма укçа  илме пуçлĕç.

Тăлăх ачасене вак-тĕвек тăкаксем валли укçа уйăрĕç
Тăлăх ачасене вак-тĕвек тăкаксем валли укçа уйăрĕç

Çакăн çинчен çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕлтернĕ. Тивĕçлĕ саккуна ПР Патшалăх Пухăвĕн юлашки ларăвĕнче йышăннă.

- Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  7-10 çулхи ачасем уйăхсерен 700, аслăраххисем 1000 тенкĕ илĕç. Паллах, укçа-тенке воспитательсен тата наставниксен тимлĕхĕпе тăкаклĕç. Пĕрисем укçана тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлама пуçтарĕç, теприсем йăмăкĕ валли шоколад, хĕр ача валли чечек туянма тăкаклĕç, - каласа панă министр.  

Çĕнĕ саккуна ачасен укçа-тенкĕ пĕлÿлĕхне аталантарма йышăннă. Вĕсем хăй тĕллĕн пурăнма пуçланă çĕре укçа-тенкĕпе перекетлĕ тыткалама пĕлччĕр тесе.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: