Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
11 Апрелӗн , 17:25

42 пин ытла çын ял стажĕшĕн тÿлев илме тивĕçĕ

Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ватлăх енĕпе тата инвалид пулнипе тивĕçекен страхлав пенси çумне ÿстерсе панă çирĕплетнĕ тÿлев илме право пур. 2024 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен асăннă тÿлевĕн виçи 2033,72 тенкĕпе танлашать.  

42 пин ытла çын ял стажĕшĕн тÿлев илме тивĕçĕ
42 пин ытла çын ял стажĕшĕн тÿлев илме тивĕçĕ

Пенсионерсене виçĕ условине пăхăнсан çеç хушма тÿлев параççĕ: ял хуçалăх производствинче 30 тата ытларах çул ĕçлени, ĕç пулманнине çирĕплетекен факт çукки, ялта пурăнни. Енчен те çын хулана пурăнма куçсан хушма тÿлев сыхланса юлать.

Ĕç стажне шутланă чух колхозсемпе совхозсенче тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче, выльăх-чĕрлĕх усракан, ÿсен-тăран ÿстерекен тата пулă ĕрчетекен организацисенче ĕçленине шута илĕç.  Çав вăхăтра ял çыннин профессийĕ РФ правительстви çирĕплетнĕ списокри профессипе, должноçпа тата специальноçпа тÿр килмелле. Кунта агрономсемпе трактористсене, ветеринарсемпе хурт-хăмăрçăсене тата 500 ытла профессие кĕртнĕ.  1992 çулччен тĕрлĕ ял хуçалăх организацинче ĕçленине те (должноçпа профессине пăхмасăр) ял стажне кĕртĕç.

 - Пирĕн республикăра ял стажĕшĕн 42 855 çын хушма тÿлев илĕ. Ял çыннисен пенси виçине тепĕр хут шутлас ĕç малалла пырать. Ятарласа РФ Социаллă фонда пыма кирлĕ мар, тÿлев ĕçĕнчи кăтартусене шута илсе автомат мелĕпе шутласа кăларĕç. Çав вăхăтрах пенсионер çирĕплетнĕ тÿлеве  илме тивĕçнине çирĕплетекен документсене (енчен те вĕсене маларах гражданинăн тÿлев ĕçне кĕртмен пулсан) хăй тĕллĕн те тăратма пултарать. Ун пек чухне пенси виçине çитес уйăхран ÿстерĕç,  - ăнлантарса панă РФ Социаллă фондăн регионти уйрăмĕн ертÿçи Фаниль Вахитов.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: