Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
12 Апрелӗн , 17:00

Раççей банкĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăха халалласа вак укçасем кăларнă

Раççейри Тĕп банк «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçин паттăрĕсем» тата «Совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи çĕнтерĕвĕ» кĕмĕлтен шăратса асăну укçисем кăларнă.

Раççей банкĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăха халалласа вак укçасем кăларнă
Раççей банкĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăха халалласа вак укçасем кăларнă

Икĕ тенкĕлĕх вак укçана çар авиацийĕн чăн-чăн асне Борис Сафонова халалланă. Вăл хирĕç-тăрусенче тăшманăн 20 ытла самолетне тĕп тунă. Б.Сафонов паттăрла ĕçсем тунăшăн вăрçă çулĕсенче икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнисенчен пĕри шутланать.

Иккĕмĕш вак укçа – 3 тенкĕ, «Хĕрлĕ Çăлтăр Орденĕ».

Икĕ вак укçана та кĕмĕлтен шăратса тунă. Пĕрремĕшĕн виçи 15,55 грампа танлашать, иккĕмĕшĕн – 31,1 г. Çĕнĕ укçа шутлă. Вĕсене кашнине виçĕ пин штук кăна кăларнă.      

Раççей банкĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăха халалласа вак укçасем кăларнă
Раççей банкĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăха халалласа вак укçасем кăларнă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: