Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
20 Майӑн , 12:40

Ултавçăсене пула 66 çын 20 млн тенкĕ çухатнă

Иртнĕ канмалли кунсенче Пушкăртстанра пурăнакан 66 çын мошенниксене 20 млн тенкĕ панă. Вĕсем пурте аферистсем хушнине пурнăçланă.

Ултавçăсене пула 66 çын 20 млн тенкĕ çухатнă
Ултавçăсене пула 66 çын 20 млн тенкĕ çухатнă

Ултавçăсенчен инкек куракансем «хăйсен ертÿçисенчен» пĕлтерÿсем илнĕ, кайран вĕсене «ФСБран» шăнкăравланă имĕш. Çапла майпа Кумертаури психиатри больницин тухтăрĕ аферистсене 1 млн тенкĕ, Учалă хулинчи 55 çулхи вĕрентекен 1,2 млн тенкĕ куçарса панă. Банкра кредит илнĕ чух укçа трактор туянма кирлĕ тесе ĕнентернĕ. Авăркас ялĕнчи 58 çулхи учительница пĕлмен çынсене шанса 3 млн тенкĕ куçарнă.

Бураево ялĕнчи пенсионеркăн хăйпе пĕрле 10 пин тенкĕ çеç пулнă пулсан та кредит илсе ултавçăсене 1,9 млн тенкĕ «парнеленĕ». Бирск хулинчи 29 çулхи повар çапла майпа -  1,З млн тенкĕ, Октябрьский хулинчи 42 çулхи усламçă 1,2 млн тенкĕ çухатнă. Нефтекамск хулинче пурăнакан тăхăр вун çичĕ çулхи кинемей «Сирĕн тăванăр çул-йĕр инкекне лекнĕ» схемăпа курьера укçа тыттарса янă. Кайран преступника тытса чарнă, вăл иккĕмĕш курс студенчĕ пулнă.

Ултавçăсен серепине лекессинчен асăрханăр! Çак тĕслĕхсем сире урок вырăнне пулччăр.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: