Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
21 Майӑн , 17:22

Пушкăртстанра ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме 28,7 млн тенкĕ уйăрĕç

Кăçал Пушкăртстанра «Ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле аталантарасси» программăн «Ял çыннисене ĕçпе тивĕçтересси» юхăмĕ валли 28,7 млн тенкĕ уйăрĕç.

Пушкăртстанра ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме 28,7 млн тенкĕ уйăрĕç
Пушкăртстанра ял çыннисене ĕçпе тивĕçтерме 28,7 млн тенкĕ уйăрĕç

Укçа-тенкĕ калăпăшĕ 2023 çулхипе танлаштарсан 21,6% нумайрах. Çак хисеп çĕршывăн субъекчĕсем хушшинче чи пысăкки. Иртнĕ çул 106 ял хуçалăх производителĕсем тата ял хуçалăх продукцинчен тавар тăвакансем 23,6 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Çак пулăшупа усă курса 308 студент практика иртме, 160 специалист пĕлÿ илме пултарнă. Çак кăтартусем çĕршывра лайăххисем шутланаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: