Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
31 Июлӗн 2024, 13:05

Чи пĕчĕк ĕç укçине 16,6 процент ÿстерме палăртаççĕ

Раççей Федерацин  Ӗҫлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви ҫитес ҫултан чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине пысӑклатасшӑн. Ҫавна май саккун проектне хатӗрленӗ. Министерство 2025 ҫулхи январь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине 22 пин те 440 тенке ҫитерме сӗнет. Ку хальхи виҫерен 16,6 процент пысӑкрах.

Чи пĕчĕк ĕç укçине 16,6 процент ÿстерме палăртаççĕ
Чи пĕчĕк ĕç укçине 16,6 процент ÿстерме палăртаççĕ

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 19 пин те 242 тенкӗпе танлашать. Пушкартстанра вăл, Урал коэффицентне шута илсен, 22 пин те 128 тенкĕпе тÿр килет.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: