Ятарлă хăнасен шутĕнче «Тинькофф-журнал», «Комсомольская правда», «Финтолк» федераллă кăларăмсен, «Семейные финансы – это просто» кĕнеке авторĕ Инна Филатова финанс журналисчĕ пулĕ. Вăл кашни вулакана интереслентерес тесе укçа-тенкĕ ыйтăвне мĕнле уçса памаллине каласа парĕ. Сÿтсе явмалли темăсем – кредит, бюджет, укçа-тенкĕ мошенникĕсем, пенси, страхлав, инвестицисем, налогсем тата ытти те. Итлекенсем тĕрĕсленĕ кăтартусене (çав шутра Раççейри тата чикĕ леш енчи çăлкуçсем) ăçтан илмеллине, асăннă ĕçе мĕнле спикерсене явăçтармаллине (усăллă контактсем) пĕлĕç. Çавăн пекех пухăннисем пысăк профильлĕ кăларăмсен релизĕсемпе тата кейсĕсемпе ĕçлемелли тĕслĕхсене пăхса тухĕç. Унсăр пуçне мероприяти вăхăтĕнче Светлана Валиева «Пушкăртстан Республикинчи Финанс тĕпчевĕсен центрĕн» эксперчĕ вăрах вăхăта хывмалли укçа-тенкĕ программи енĕпе лекци вулĕ. Аккредитаци иртме кăмăл тăвакансем çак номерпе шăнкăравламалла: 8 987 601 63 56.