- Эпир организацисен ĕçченĕсен ĕç укçийĕ палăрмалла ÿсессе шанса тăратпăр. Кăçал вăл 9,2% танлашĕ. 2025 çулта – 7%, 2026 çулта – 5,7%, 2027 çулта – 4,1%, - пĕлтернĕ министерство представителĕ.
2023 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççейри ĕç укçисем 8,2% ÿснĕ, çирĕплетнĕ вăтам шалу виçи 73,7 пин тенке çитнĕ. 2022 çулта вĕсем 1% чакнă. Çавна май халăхăн чăн-чăн тупăшĕ 2024 çулта 7,1%, 2025 çулта – 6,1%, 2026 çулта – 4,6%, 2027 çулта – 3,4% ÿсĕç. «Ку - апрельте панă прогнозран палăрмалла пысăкрах», - палăртнă министерствăра.
Правительствăра ĕçсĕрлĕх шайĕ пĕчĕк, çитес çулсенче 2,6% çеç пуласса, пĕлтереççĕ. 2023 çулта ĕçсĕрлĕх 3,2% çити чакнă.