Урал сасси
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
18 Сентябрӗн , 10:25

Налук пĕлтерĕвĕсем киле пуçланă

Пушкăртстанра пурăнакансен патне 2023 çулшăн налук пĕлтерĕвĕсем киле пуçлани çинчен ПР Федераллă налук службин управленийĕ пĕлтернĕ.

Налук  пĕлтерĕвĕсем киле пуçланă
Налук пĕлтерĕвĕсем киле пуçланă

Налук тÿлемелли çинчен асăрхаттаракан документсене республикăра пурăнакан 1,8 млн çын патне çитерĕç. Вĕсенчен 1,2 миллионĕ федераллă налук службин сайтĕнчи хăйĕн кабинетĕнче электронлă майпа тата госуслуги портал урлă документа илĕ.

Налук пĕлтерĕвне гражданин кирек мĕнле налук органĕнче е нумай функциллĕ центрта (МФЦ) илме пултарать.

Пурĕ республикăра пурăнакансене пурлăхшăн 6,8 млрд тенкĕ тÿлеме тивĕ. Вĕсенчен 3,4 млрд тенки – транспорт налукĕ;  2,4 млрд тенки – уйрăм çынсен пурлăхĕшĕн, 1 млрд – çĕр налукĕ.

Гражданин налук хисепне пĕчĕклетекен е тÿлессинчен хăтаракан çăмăллăхĕсемпе  усă курать  пулсан ун патне налук пĕлтерĕвĕсем килмеççĕ. Çавăн пекех налук хисепĕ 300 тенкĕрен сахалрах пулсан асăннă пĕлтерĕве çын патне çитермĕç.

Астутарасшăн, налуксене 2024 çулхи декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕччен тÿлесе татмалла.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: