Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
30 Сентябрӗн , 14:37

Çур çул хушшинче хăйсен çине ĕçлекенсем хыснана 13 млрд тенкĕ хывнă

Пушкăртстанри пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн пĕрлĕхлĕ реестрĕнче 132,3 пин пĕчĕк бизнес представителĕ регистрацие тăнă. Çулталăк хушшинче вĕсен çумне тата 5%  предприниматель хутшăннă. Çакă Раççейри вăтам кăтартусенчен те иртет.

Çур çул хушшинче хăйсен çине ĕçлекенсем хыснана 13 млрд тенкĕ хывнă
Çур çул хушшинче хăйсен çине ĕçлекенсем хыснана 13 млрд тенкĕ хывнă

 - Хăйсем çине ĕçлекенсен (самозанятые) шучĕ те 21,5 процента ÿснĕ, вĕсен шучĕ 226 пин çынран иртнĕ,– пĕлтернĕ регионти предпринимательство тата туризм министрĕ Зухра Гордиенко. Çур çул хушшинче хăйсен çине ĕçлекенсен тупăшĕ 13 миллиард тенкĕрен иртнĕ – 78 процент ÿснĕ.

Республикăра пĕчĕк бизнес сферинче 560 пин çын тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çул патшалăх предпринимательствăна аталантарма 1,1 млрд тенкĕ уйăрнă. Кăçал çак тĕллеве валли 1 миллиард тенкĕ уйăрма палăртаççĕ.

2025 çулхи май уйăхĕ тĕлне Сибай хулинче 4,8 пин тăваткал метр йышăнакан Предпринимательсен çуртне уçма палăртаççĕ.

Зухра Гордиенко каланă тăрăх, Раççей правительстви «Эффективлă тата конкурентлă экономика» çĕнĕ наци проекчĕ хатĕрлет.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров предпринимательсемпе ĕçлекен хуласемпе районсен администраци пуçлăхĕсен çумĕсемпе канашлу йĕркелесе ирттерме хушнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: