Урал сасси
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
2 Октябрӗн , 12:30

Алан Марзаев тĕлĕшпе чару мери йышăннă

Мускав хулинчи Басман район сучĕ Пушкăртстан правительствин премьер-министрĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Алана Марзаев тĕлĕшпе следстви чару (пресечение) мери йышăнма ыйтнине пăхса тухнă. Министра 37 млн тенкĕлĕх взятка илнĕ тесе айăплаççĕ.

Алан Марзаев тĕлĕшпе чару мери йышăннă
Алан Марзаев тĕлĕшпе чару мери йышăннă

Пĕтĕмĕшле юридици сучĕсен пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Басман район сучĕ чиновника икĕ уйăха, ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен, СИЗОра хăварнă.

Уголовлă ĕçе  сентябрĕн 30-мĕшĕнче Раççей Следстви комитечĕн Тĕп следстви управленийĕ пуçарнă.

Алан Марзаев республика правительствинче Строительство, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин ĕçне ертсе пынă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: