Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
8 Октябрӗн , 11:24

Кăркка ашне Африкăна ăсатнă

Мелеуз предприятийĕ кăркка ашĕнчен хатĕрлесе шăнтнă 27 тонна çурма фабриката Бенин Республикине ăсатнă.   

Кăркка ашне Африкăна ăсатнă
Кăркка ашне Африкăна ăсатнă

Африка континенчĕн Хĕвел анăçри  патшалăхĕ Конго Республики хыççăн иккĕмĕш пулса пушкăрт предприятин продукцине йышăнни çинчен Пушкăртстанри Россельхознадзор пресс-службин управленинче пĕлтернĕ.

Пушкăртстанри кăркка какайне Санкт-Петербурга  çитернĕ, унтан ăна тинĕс транспорчĕпе Африкăна ăсатĕç.

Пурĕ çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанран Африка континентне  тăватă партипе кăркка ашĕнчен хатĕрленĕ 108 тонна çурма фабрикат ăсатнă. Вĕсенчен виççĕшне Конго Республикине, пĕрне Бенин Республикине çитернĕ.

Аш-какай продукцине экспорт умĕн  РФ Патшалăх чиккинче Россельхознадзор ведомствин тĕрĕслевĕ витĕр иртнĕ. Продукцин партине 5Е ветеринари сертификатне панă.

Малашне Пушкăртстан кăркка ашне ытларах чикĕ леш енне ăсатма палăртать.

Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Международнаякооперацияиэкспорт

 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: