Урал сасси
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
8 Октябрӗн , 12:18

Çĕр улмин пĕр килограмĕ 45% ÿснĕ

Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанра хăш-пĕр апат-çимĕç хаклăланнă.

Çĕр улмин пĕр килограмĕ 45% ÿснĕ
Çĕр улмин пĕр килограмĕ 45% ÿснĕ

Куллен усă куракан чылай апат-çимĕç хакĕ улшăннă. Уйрăмах çĕр улми хаклăланнă. Асăннă çимĕçĕн пĕр килограмĕ 45,6% ÿснĕ, 35,4 тенке çитнĕ. Иккĕмĕш вырăна  сурăх какайĕ тухнă. Вăл 19,3% ÿснĕ, халĕ ашăн вăтам хакĕ 725,18 тенкĕпе танлашать.

Çăкăр-булкăсем виççĕмĕш вырăнта, вĕсем 14,3% уснĕ. Паянхи кун килограмшăн 93,47 тенкĕ таран кĕсьерен кăларса пама тивет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: