+6 °С
Уҫҫӑнах
Пĕрремĕш ача çуратнăшăн паракан укçа тÿлевĕ 46 пин тенкĕ нумайрах пулĕ, иккĕмĕш ачашăн – 61пин тенкĕ. Çакăн çинчен федераллă ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕ Антон Котяков РФ Патшалăх Думин ĕç, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсемпе ĕçлекен комитетăн ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Çапла вара пĕрремĕш ачашăн - 677 пин тенкĕ, иккĕмĕшшĕн 894 пин тенкĕ тÿлĕç, енчен те çемье пĕрремĕш ачашăн тÿлев илмен пулсан.
Новости РИАн телеграм-каналĕ пĕлтернĕ тăрăх, Антон Котяков çавăн пекех ача амăшĕн капиталĕпе 2025 çулта пĕр миллион çын усă курма пултарни çинчен прогноз тунă.
Юрий СНЕГОПАД.