Конкурса хутшăнакансем 7 çултан пуçласа 18 çула çитнĕ ачасемпе çамрăксем пулма пултараççĕ (ашшĕ-амăшĕсен те хутшăнма юрать). Хатĕр ĕçсене шкул администрацийĕсем ноябрь уйăхĕн 18-30-мĕшĕсенче йышăнаççĕ. Пĕтĕмлетÿсене декабрь уйăхĕн 2-13-мĕшĕсенче тăваççĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ çитĕнекен ăрупа вĕсен ашшĕ-амăшне налог тÿленин тата бюджета укçа хывнин пĕлтерĕшне ăнлантарса парса çак ыйту çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасси, налог прави енчен воспитани парасси пулса тăрать.
«Манăн çемье вăхăтра налог тÿлет» конкурс пирки тĕплĕнрех информаци шкулсен администрацийĕсенче, çавăн пекех Раççейри федераллă налог службин Пушкăртстанри управленин хĕрÿ лини урлă +7 (347) 215-10-70 (хушма номер 55-55) телефон урлă тата https://www.nalog.gov.ru/html/sites/www.rn02.nalog.ru/media/konkurs2024.pdf сайтра пĕлме пулать.