Тĕрлĕ спорт тĕсĕпе Олимп, паралимп, сурдлимп вăййисен программине кĕнĕ уйрăм зачетра тата эстафетăсенче, команда ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусене çитнĕ спортсменсене стипенди тулĕç.
Енчен те спортсмен тĕрлĕ майпа стипенди илме пултарать пулсан пысăкрах тÿлевлине çирĕплетеççĕ.
Укçа-тенке уйăхсерен çулталăк тăршшĕ тÿлĕç. Ăна çула çитмен РФ гражданĕсем, Пушкăртстанăн пĕрлештернĕ командин пайташĕсем тивĕçеççĕ.
Стипендисене камсене парассине республикăри спорт министерстви çирĕплетет. Спортсменсен ведомствăра регистрацилеме кирлĕ хутсем хатĕрлемелле. Кайран вĕсене комисси пăхса тухĕ.
Олимп, паралимп, сурдлимп вăййисенче пĕрремĕш вырăн йышăнсан 38 пин тенкĕ, иккĕмĕш вырăншăн 36 пин тенкĕ, виççĕмĕшшĕн 34 пин тенкĕ тÿлĕç. Тăваттăмĕш – саккăрмĕш вырăнсемшĕн 28 пин тенкĕ тата тăххăр – вун улттăмĕшсемшĕн 22 пин тенкĕ уйăрĕç.