Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
3 Декабрӗн 2024, 09:25

Салават Юлаевăн палăкĕ 1000 тенкĕлĕх укçа çине лекме пултарĕ

Раççей Банкĕ 1000 тенкĕлĕх хут укçан тÿнтер енĕ валли  Атăлçи федераллă округăн 25 объектне суйласа илнĕ.

Салават Юлаевăн  палăкĕ 1000 тенкĕлĕх укçа çине лекме пултарĕ
Салават Юлаевăн палăкĕ 1000 тенкĕлĕх укçа çине лекме пултарĕ

Малтанхи списока Консультативлă канаш членĕсем хак панă тăрăх йĕркеленĕ. Сăмах палăксем, музейсемпе театрсем, университетсемпе кĕперсем пирки пырать. Вĕсен шутне Эрĕнпурти истори музейĕ, Ĕпхÿри Салават Юлаев палăкĕ, Шупашкарти Анне-хÿтĕлевçĕ монумент, Киров хулинчи Вятск художество музейĕ, Хусанти федераллă университетăн тĕп корпусĕ, Лермонтовăн Пенза облаçĕнчи «Тарханы» музей-заповедникĕнчи усадьби, Самар хулинчи Мухтав монуменчĕ, Чĕмпĕрти Атăл урлă выртакан президент кĕперĕ тата ыттисем кĕнĕ.

Вĕсен шутне Чулхула (Нижний Новгород) кĕмен, мĕншĕн тесен ун валли хут укçан пиччĕн енне уйăрнă. Вăл иртнĕ çул йышăннă варианчĕпе юлать, - ăнлантарса панă Раççей Банкĕн председателĕ.

Иртнĕ çул Тĕп Банк çĕнĕ 1000 тенкĕлле купюрăн дизайне улăштарма, ун малтанхи кăларăмне чарма шутланă. Укçа çинче Хусан Кремлĕнчи чиркĕве хĕрессĕр ÿкернĕ. Совет самани вăхăтĕнче пурлăха çаратса пĕтернипе ăна халĕ те вырнаçтарман. Çав вăхăтрах Сююмбике башнине çур уйăхпа (ислам тĕнĕн палли) сăнлани  çынсене хытă кăсăклантарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: