Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
16 Декабрӗн 2024, 17:45

2025 çулта федераллă хыснаран 81,5 млрд тенкĕ уйăрĕç

2025 çулта федераллă хыснаран Пушкăртстан валли пулăшу шайĕнче 81,5 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă малтан палăртнинчен 12,6 млрд тенкĕ нумайрах. Çĕнĕ кăтартусене «Пушкăртстан Республикин 2025 çулхи тата 2026-2027 çулсене планланă тапхăр бюджечĕ çинчен»  закон проектне редакциленĕ чухне пăхса тухнă тесе пĕлтернĕ ПР Патшалăх Пухăвĕн пресс-службинче.

2025 çулта федераллă хыснаран 81,5 млрд тенкĕ уйăрĕç
2025 çулта федераллă хыснаран 81,5 млрд тенкĕ уйăрĕç

Виçĕ çуллăх бюджетăн проектне депутатсем пĕтĕмĕшле декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче парламентăн пленарлă ларăвĕнче пăхса тухма калаçса татăлнă. ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев çирĕплетнĕ тăрăх, республика Пуçлăхĕпе канашласа закон проектне, тупăшсемпе тăкаксен статйисене шута илсе, тÿрлетÿсем кĕртнĕ. Вĕсен шутне федераллă бюджетран килекен укçана каялла тавăрса памалла марри, çавăн пекех хамăр республикăн тупăшĕ кĕрет.

«Каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ виçине 12,6 млрд тенкĕ ÿстернĕ, хамарăн тупăша – 1,2 млрд тенкĕ. Пĕтĕмĕшле çакă 13,8 млрд тенкĕпе танлашать. Ăна тăкаксен тĕрлĕ статйисем тăрăх пайланă. Вĕсен шутне вĕрентÿ, сывлăх сыхлав, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалахĕн сферисем кĕреççĕ тата пассажирсене туртарассипе çыхăннă тăкаксем. Бюджет дефицичĕ малтанхи пекех 4 млрд тенкĕ пулать»,- тенĕ Константин Толкачев.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: