Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
17 Декабрӗн 2024, 08:48

Пушкăртстанри медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме 294 млн тенкĕ уйăрнă

Раççей правительстви медицина ĕçченĕсене 2025 çулта ĕç укçи тÿлеме 10 млрд тенкĕ хушса уйăрнă.

Пушкăртстанри медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме 294 млн тенкĕ уйăрнă
Пушкăртстанри медицина ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме 294 млн тенкĕ уйăрнă

Тивĕçлĕ хушăва çĕршывăн премьер-министрĕ Михаил Мишустин алă пуснă. Пушкăртстанра çак тĕллевсене 294 млн тенке яхăн уйăрнă.  Укçа-тенке медицина страхованин фончĕсен хушшинче пайлĕç.

Медицина ĕçченĕсен шучĕ ÿснипе укçана ытларах уйăрма йышăннă. 2025 çулта медицина учрежденийĕсене 26 пин специалиста ĕçе йышăнĕç – 11 пин тухтăра тата 15 пин вăтам звено специалистне.

- Ресурссем часрах вырăна çитессе, медицина ĕçченĕсене вырăнсемпе тивĕçтерме пулăшасса, çĕршыври медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма май парасса шанатпăр.

Укçа-тенкĕн ытларах пайне Санкт-Петербургпа (753,4 млн тенкĕ) Мускав (749,6 млн тенкĕ) хулисене парĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: