Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
14 Кӑрлач , 14:22

Пурăнмалли минимум шайĕ 15 782 тенкĕпе танлашĕ

Пушкăртстанра 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  пĕр çын валли пурăнмалли минимум шайĕ 15 782 тенкĕ пулĕ. Çак хисеп иртнĕ çулхипе танлаштарсан 2029 тенкĕ е 14,7% нумайрах.

Пурăнмалли минимум шайĕ 15 782 тенкĕпе танлашĕ
Пурăнмалли минимум шайĕ 15 782 тенкĕпе танлашĕ

Республикăри ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  паянхи кун ĕçлекен çынсен пурăнмалли минимум шайĕ 17 202, пенсионерсен 13 573 тенкĕпе, ачасен 15 309 тенкĕпе танлашать.

Çак хисепе кирлĕ социаллă пулăшу мерисем панă чух усă кураççĕ. Социаллă тÿлевсене пурăнмалли минимум шайне кура уйăраççĕ. Вăл ÿснĕ май ачаллă çемьесене парăнакан тÿлевсем тата ытти социаллă пулăшусен хисепĕ те пысăкланать.

Раççей правительстви 2026 çултан пурăнмалли минимум шайне халăх тупăшĕн шайĕнчен уйăрма, инфляцине пăхса шутлама сĕннĕ. Асăннă саккун проектне виçĕ çулхи бюджет проекчĕпе пĕрле патшалăх Думине кĕртнĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: