Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Укçа-тенкĕ
29 Кӑрлач 2025, 07:24

Пушкăртстан Монголине 600 тонна горчица вăррине ăсатнă

Чекмагуш районĕнчи хуçалăх Монголине 613 тонна горчица вăррине ăсатни çинчен Пушкăртстанри Россельхознадзор управленин пресс-служби пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Монголине 600 тонна горчица вăррине ăсатнăПушкăртстан Монголине 600 тонна горчица вăррине ăсатнă
Пушкăртстан Монголине 600 тонна горчица вăррине ăсатнă

Горчица вăрлăхĕн тĕслĕхĕсем Россельхознадзор ведомствине пăхăнакан лабораторинче тĕрĕслев витĕр иртнĕ.

- Энтомологипе гербологи экспертизин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх асăннă культурăра карантин организмĕсене тупман. Горчица импортер-çĕршыв ыйтнине тивĕçтерет. Пушкăрт продукцине экспорта ăсатнă, - палăртнă надзор ведомствинче.

Маларах Хайбулла районĕнчи предприяти Киргизине 96 тонна хĕвел çаврăнăш вăррине ăсатнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас