Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
31 Кӑрлач , 11:50

Пушкăртстанра пурăнакансен банксенчи хывăм виçи 769 миллиард тенке çитнĕ

2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанра пурăнакансен банксенчи хывăм (вклад) виçи пĕтĕмĕшле 769 миллиард тенке çитнĕ. Республикăри Наци банкĕн управляющийĕ Марат Кашапов пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк хушшинчи ÿсĕм 26 процентпа танлашнă. 2023 çулта та çак кăтарту пысăк пулнă, анчах та 23 процентран иртеймен.

Пушкăртстанра пурăнакансен банксенчи хывăм виçи 769 миллиард тенке çитнĕ
Пушкăртстанра пурăнакансен банксенчи хывăм виçи 769 миллиард тенке çитнĕ

- Депозитсемпе пысăк ставка пулни çынсенче укçа-тенке перекетлес кăмăла çĕклет. Çав вăхăтрах банксенчи хывăм пур укçана упраса хăварма тата унпа тупăш илме пулăшакан пĕртен-пĕр инструмент пулса тăрать. Кунта сăмах 1,4 млн тенкĕ, тепĕр чухне 10 миллиона çити укçа пур чухнехи лару-тăру пирки пырать,-  тенĕ  Марат Кашапов.

Çавăн пекех вăл иртнĕ çул Вăрах срока перекетлемелли программа ĕçлеме пуçланине, клиентсен тÿлев укçине (2,8 млн тенке çити ) патшалăх стахланине пĕлтернĕ. Анчах та депозит хывăмне уçнă чухне кĕске вăхăта килĕшÿ тăватăн пулсан, кунта вăрах срока калаçса татăлатăн. Çапла майпа пулас пенси валли хушма укçа ĕçлесе илме пулать. Унсăр пуçне пурнăçри йывăр лару-тăрăва лексен те асăннă нухратпа усă курма май пур.

Пайар мар сăпатсен (юрлица – предприятисемпе организацисен) депозит хывăмĕ чылай ÿснине палăртса хăвармалла. Вĕсен банксенчи хывăм виçи çулталăкра 49 процент – 123 млрд тенкĕ ÿснĕ.

Наци банкĕ хальхи вăхăтра ипотекăпа кредит илес текенсем сахалланине пĕлтернĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: