Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
25 Нарӑсӑн , 12:37

749 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç

Пушкăртстанра 749 тăлăх ача валли хваттер туянма 2,8 млрд тенкĕ уйăрĕç.

749 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç
749 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç

Нумай пулмасть иртнĕ канашлура хуласемпе район пуçлăхĕсемпе республикăри тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явнă.

Халĕ пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли черетре 7,9 пин çын тăраççĕ, вĕсенчен пилĕк пин ытла тăлăх ачан хваттер илме ирĕк пур.

Иртнĕ çул çак тĕллевсене пурнăçлама 2,6 миллиард тенкĕ уйăрнă, çакă маларахринчен икĕ хут ытларах. Çавна пула палăртнинчен 35% нумайрах,  1029 ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме пултарнă.

–  Кăçал çак тĕллев валли 2,8 миллиард тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Çак хисеп 749 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме май парĕ, - пĕлтернĕ Пушкăртстан премьер-министрĕ Андрей Назаров.  

Строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Артем Ковшов 22 муниципалитет пурăнмалли вырăн туянма пуçлани çинчен пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне 126 миллион тенкĕлĕх 47 хваттер туянасси паллă, 10,9 миллион тенкĕлĕх тăватă пурăнмалли вырăн туяннă, хваттер туянма виçĕ сертификат панă.

Çавăн пекех Артем Ковшов федераллă центрпа килĕшÿ тунине астутарнă. Ун тăрăх, Пушкăртстан 2027 çулччен 10 тăлăх ача валли пурăнмалли вырăн туянма субсиди илет. Муниципалитетсене апрель уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнмалли вырăн туянма контракт алă пусма е сертификатсем валеçме хушу панă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: