Астутарасшăн, маларах Раççей Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăх арăмсене Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа пĕр хутчен парăнакан тÿлев уйăрасси пирки калакан указа çирĕплетнĕ.
Сакăр вун пин тенкĕлĕх тÿлеве фронтовиксем, вĕсен тăлăх арăмĕсем, оборона сооруженийĕсем тăвакансем, тинĕс тата сывлăшран тапăннинчен хÿтĕлекен объектсенче, авиабазăсенче тăрăшнисем, Ленинград блокадинчи çынсем тата концлагерсенче пулнă ачасем тивĕçĕç. Тыл ĕçченĕсемпе çула çитнĕ концлагерьте пулнă çынсем 55 пин тенкĕ илĕç.
РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин тÿлев илме нимĕнле хушма заявленисем те памалла мар тесе пĕлтернĕ.
- Министерствăсемпе ведомствăсем хăйсем çак ĕçе тăвĕç. Çÿлерех асăннă çынсем йывăрлăхсем витĕр иртнĕ, чи юнлă та хаяр вăрçа тÿссе ирттернĕ. Вĕсене пулăшасси – патшалăхăн тĕп тивĕçĕ, - палăртнă Михаил Владимирович.
Пушкăртстанра 120 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕпе инваличĕ, концлагерьсенче пулнă çула çитмен 44 вăрçă ачи, ултă пин ытла тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Çак даннăйсене январь уйăхĕнче республикăри çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Ленара Иванова пĕлтернĕ.