-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пурĕ 2025 çулта тăлăх ачасем валли уйăрнă 1,2 млрд тенкĕлĕх контрактсем алă пуснă. Вĕсенчен 38% Пушкăртстан бюджетĕнчен, 62% - федераллă хыснаран.
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурăнакан 128 тăлăха пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 91-шĕ валли çурт-йĕр Пушкăртстанри муниципалитетсем туяннă. Кăçал çак çăмăллăхпа усă курса 749 çын хваттерлĕ пулĕ.