Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
1 Майӑн 2025, 12:00

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанăшăн тÿлекен тариф виçи ÿснĕ

Пушкăртстанри Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанăшăн уйăхсерен тÿлекен тÿлев виçи ÿснине пĕлтернĕ. Малашне ултă хутран тăракан нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕр тăваткал метршăн 12,5 тенкĕ тÿлемелле пулĕ, ултă хутран çÿлерех çуртсен хуçисем - 13,2 тенкĕ. Танлаштарма: енчен те 2024 çулта 6 хута çитекен çуртсенче 30 тăваткал метрлă хваттер хуçисем уйăхсерен 223,8 тенкĕ, ултă хутран çÿлереххисем 243 тенкĕ тÿленĕ пулсан, 2025 çулта 375 тата 396 тенкĕ пулĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанăшăн тÿлекен тариф виçи ÿснĕ
Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсанăшăн тÿлекен тариф виçи ÿснĕ

Пушкăртстан иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, çуртсене тĕпрен юсакан тÿлев виçипе çĕршыври 85 регион хушшинче 77-мĕш вырăн йышăнать. Раççейре вăтам тÿлев виçи пĕр тăваткал метршăн 12,83 тенкĕпе танлашать. Атăлçи федераллă округра çак кăтартупа эпир 14 регионтан вун виççĕмĕш вырăн йышăнатпăр – вăтам тариф виçи 7,78 тенкĕ пулать. Çав вăхăтрах федераллă округра тариф виçи -  9,35 тенкĕ. Кĕскен каласан, Пушкăртстанра хаксене ытлашши хăпартма тĕллев лартман, пачах урăхла, рынок шайĕнчи виçесем патне çитерме палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас