Бирск хули Кумертупа Çтерлĕ хулисем хыççăн виççĕмĕш пулса турист налукне йышăнма килĕшнĕ. Асăннă çĕнĕлĕхе 2024 çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче йышăннă, вăл январь уйăхĕнчен вăя кĕнĕ. 2025 çулхи налук ставки хăна çуртĕнче пурăннин хакĕн 1 проценчĕпе танлашмалла, кунне 100 тенкĕрен сахалрах пулмалла мар. 2029 çул тĕлне налук ставки майĕпен ÿссе 5 процента çитмелле пулнă.
Муниципалитетсем турист налукне 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кĕртме пултарнă. Çулталăк пуçламăшĕнче Пушкăртстанри 895 вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчен 246-шĕ турист налукне йышăннă. 2025 çулхи май уйăхĕнче вĕсенчен 21-шĕ асăннă налука пăрахăçланă. Февраль уйăхĕнче налука Çтерлĕ хулинче те пăрахăçланă. Пĕрремĕш хут хăна çурчĕсем налука апрель уйăхĕн 28-мĕшĕччен тÿлемелле пулнă. Пĕрремĕш кварталшăн республика хыснине турист налукĕшĕн 19,8 млн тенкĕ кĕнĕ.