Пур хыпар та
Укçа-тенкĕ
16 Июнӗн 2025, 17:30

Опекунсемпе попечительсене тÿлев ÿстерĕç

Пушкăртстан Курултайĕн депутачĕсем çитес ларура тăлăх ачасене уйăракан тÿлеве ÿстересси пирки саккун йышăнĕç.

Опекунсемпе попечительсене тÿлев ÿстерĕç
Опекунсемпе попечительсене тÿлев ÿстерĕç

Пособи виçи 16,6 процента ÿсĕ, çак тĕллевсем валли бюджетран  çулталăка 87 млн тенкĕ уйăрĕç. Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  тÿлевсене çĕнĕрен шутласа пама тытăнĕç.  

Çапла майпа  виçĕ çула çитмен ачасемшĕн опекунсемпе попечительсем уйăхне 10 855 тенкĕ, виçĕ çултан аслăраххисемшĕн -10 439 тенкĕ илĕç. Виçĕ çул тултарман сусăр тăлăх ачана усрама опекунсене 13 027 тенкĕ, виçĕ çултан аслăраххисемшĕн 12 526 тенкĕ парĕç. Пурĕ Пушкăртстанра 9 681 тăлăх ача шутланать, вĕсенчен 94 проценчĕ çемьесенче пурăнаççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас