-19 °С
Пӗлӗтлӗ
РФ Ĕç министерстви 2026 çулта чи пĕчĕк ĕç укçине (МРОТ) 27 093 тенке çити ÿстермелли закон проектне пичетлесе кăларнă. Ÿсĕм виçи 20,7 процентпа тÿр килĕ, инфляцинчен пысăкрах пулĕ.
Хальхи вăхăтра чи пĕчĕк ĕç укçи 22 440 тенкĕпе танлашать, вăл çĕршыври 4,6 миллион çынна пырса тивет тесе çирĕплетнĕ ведомствăра.
Пушкăртстанра МРОТ виçи паянхи кун 25 806 тенкĕ (15 процент район коэффициентне шута илсе) пулни паллă.
2000 çул пуçланнăранпа чи пĕчĕк ĕç укçине Раççей Федерацинче 26 хут ÿстернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.