Çавăн пекех пĕчĕкренех сусăр ачасене пăхакансем те хушма тÿлев илеççĕ.
Асăннă хисеп ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫин 1/3 пайӗпе танлашать, ӑна кашни ачашăн (виççĕрен ытла мар) параççĕ. Унăн калӑпӑшне ҫулсерен индексацилеççĕ, çакă ӗҫлекен тата ĕçлемен пенсионерсене те пырса тивет. Ашшӗ-амӑшӗ ĕçлесен те хушма тÿлеве ача 23 çула çитиччен куҫӑн майпа вĕренсен параççĕ. Ашшӗпе амӑшӗ иккӗшӗ те пенсионер пулнă хушăра иккĕшне те хушса тÿлеççĕ. Ачана вĕреннĕ çĕртен кӑларса ярсан, куҫӑн мар е каҫхи вӗренӳ формине куҫарсан, ҫавӑн пекех ҫар службине чӗнсе илсен ашшĕпе амăшне асăннă тÿлеве пама чарăнаççĕ. Студент академи отпускĕ илсен тÿлеве пăрахăçламаççĕ, çавăн пекех тÿлесе пыраççĕ. Пӗлтерӗшлӗ самант: вĕренекен ачан ĕçе вырнаçмалла мар.
Асăннă тÿлеве илес тесен Госуслуги порталта е Раççей социаллă фондăн Пушкăртстанри уйрăмĕнче заявлени памалла. Ача 2024 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă пулсан тÿлеве заявленисĕрех параççĕ.