-19 °С
Пӗлӗтлӗ
. "Манӑн-бизнес" центрта хӗрарӑма бизнес-план тума, документсене пуçтарма пулӑшнӑ. Çапла майпа хула хӗрӗ профессиллӗ техника, савӑт-сапа тата сӗтел хатӗрӗсем туянма 350 пин тенке тивĕçнӗ. Хӑй çине ӗҫлекенскер малтан шӑнтнӑ çурма фабрикатсем туса кӑларнӑ, унтан хӑвӑрт ҫырткаламалли фуршет меню туса хатӗрленӗ. Паян Елена кейтеринг (апата хатĕрлесе вырăна çитерни) пулӑшӑвне сӗнет. Патшалӑх çăмăллăхĕ ăна продукцие ӳстермелли тата пысӑк заказсене тивӗҫтермелли оборудовани туянма май панӑ.